Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ районӗнчи Усӑллӑ ялӗнчи кивӗ шкул ҫуртӗнче 2015 ҫултанпа таврапӗлӳ музейӗ ӗҫлет. Ун валли экспонатсене пӗрчӗн-пӗрчӗн вырӑнти вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Патраева пухнӑ.
Ольга Патраева «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «музей уйрӑм ҫынсем, «Авангард» ООО ял хуҫалӑх предприятийӗ пулӑшнипе хӑй ӗҫне пурнӑҫлать».
«Музейра экскурси ирттернӗ май ачасене тӑван кӗтесӗн хисеплӗ ҫыннисемпе, мӑн асатте-асаннесен кун-ҫулӗпе паллаштаратӑп. Вӗсем авалхи япаласем ҫинчен пӗлӳ илеҫҫӗ, хӑйсен аллисемпе тытса пӑхаҫҫӗ. Ачасем йывӑҫран тунӑ савӑт-сапапа усӑ курнӑ, пир-авӑр тӗртсе ҫӗленӗ тумтир тӑхӑннӑ, сӑпайлӑ та ансат пурнӑҫ вӑхӑтӗнче «пулса кураҫҫӗ». Экспонатсем пирӗн асатте-асаннесем мӗнле ӗҫсем тунине, кулленхи пурнӑҫра епле япаласемпе усӑ курни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех музейра ачасем чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе паллашаҫҫӗ. Экскурси вӗҫленеспе чӑваш халӑх тумне тӑхӑнса фотосесси ирттереҫҫӗ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи экспонатсен пӳлӗмӗ те пур кунта», — тесе хыпарланӑ Ольга Патраева.
#Усӑллӑ, #Ҫтерлӗ районӗ, #культура, #музейсем, #йӑла-йӗрке, #чӑвашлӑх, #Пушкӑртстан
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ursassi.ru/articles/ku...syvl-sh-hu-alanat-2659789