Февралӗн 9-мӗшӗнче "Муниципалитет библиотекисен ĕҫӗ-хӗлӗ: йӑласем, проблемисем тата аталану тенденцийӗсем" темӑпа видеоконференци ҫыхӑну форматӗнче ҫавра сӗтел ларӑвӗ иртнӗ, унта район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Данилов тата районти тӗп библиотека ӗҫченӗсем хутшӑннă.
Мероприятие йӗркелекенӗ – ПР Патшалӑх Пухӑвӗн - Курултайӗн вӗренӳ, культура, ҫамрӑксен политикин тата спорт енӗпе ӗҫлекен комитечӗ.
Библиотекăсенче таврапĕлÿ ӗҫӗ-хӗлне малалла тӑсас, проект ӗҫ-хӗлне, волонтер юхӑмне йӗркелес, куҫса ҫӳрекен библиотекӑсен ӗҫне йӗркелес ыйтусене хускатнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тӗп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.