Февралӗн 15-мӗшӗнче Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекинче Агния Барто пултарулӑхне халалласа "Хаваслӑ ачалӑх ҫӗршывӗнче" вулав иртнĕ. Ачасене ҫак чаплӑ поэтесса ҫинчен каласа панӑ, унӑн сӑввисене мӗн ачаранпах нумайăшĕ пĕлеççĕ. Вӑйӑ формипе сӑвӑсене аса илнĕ те хорпа "Вӑйӑ" кӗнекинчи чи юратнӑ произведенисене вуланă. Ҫавӑн пекех "Снегирь" сӑвӑ йӗркине вуласа сӳтсе явнă. Малалла кашни ҫамрӑк вулакан хӑйӗн юратнӑ тетти ҫинчен каласа панă. А.Л. Барто сӑввисем ачасене тараватлӑ пулма, ҫынсене тата выльӑх-чӗрлӗхе пӑхма, хамӑрпа юнашар пурӑнакансене савӑнтарма тата кӑмӑла лайӑхлатма вӗрентеҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕксем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.