Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
16 Нарӑсӑн 2022, 21:39

РФ правительстви пултарулӑх проекчӗсене пулӑшма субсидисем памалли правилӑна ҫирӗплетнӗ

Укҫа-тенкӗ памалли правилӑсене Правительство Председателӗ Михаил Мишустин ҫирӗплетнӗ.

РФ правительстви пултарулӑх проекчӗсене пулӑшма субсидисем памалли правилӑна ҫирӗплетнӗ
РФ правительстви пултарулӑх проекчӗсене пулӑшма субсидисем памалли правилӑна ҫирӗплетнӗ

Ҫитес виҫӗ ҫулта федераци бюджетӗнчен культура, искусство тата креативлӑ индустрисем енӗпе тăвакан проектсен грант пулӑшӑвне 28 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Укҫа-тенкӗ памалли правилӑсене Правительство Председателӗ Михаил Мишустин ҫирӗплетнӗ.
Субсидисене Патшалӑх Пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх 2021 ҫулта йӗркеленӗ Культура пуҫарӑвӗсен президент фондне ярӗҫ. Ҫак фонд проектсен конкурс суйлавне ирттерет тата унăн ҫӗнтерӳҫисене – обществӑшӑн тата пултарулӑх сферисене аталантармалли чи пысӑк пуҫарусен авторӗсене грантсем парать. 2022 ҫулта ҫак тӗллевсем валли 8 миллиард тенкӗ, 2023 тата 2024 ҫулсенче – 10 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

РФ правительстви пултарулӑх проекчӗсене пулӑшма субсидисем памалли правилӑна ҫирӗплетнӗ
РФ правительстви пултарулӑх проекчӗсене пулӑшма субсидисем памалли правилӑна ҫирӗплетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: