Февралӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе тӑван чӗлхе кунне палӑртнӑ. Манӑн тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи. Ҫакӑ тӗнчери чаплӑ та пуян чӗлхе!
— Мӗн ачаранах, анне ҫӑварӗнчен сӑпка юррисем, юмахсем, пурин ҫинчен те каласа панисем илтетпӗр. Эпир тӗнчене чӗлхе никӗсӗ урлӑ пӗлсе пыратпӑр. Шкулта кӑшт аслӑраххисем пулнӑ май эпир чӗлхе правилисене, унӑн грамматикине, лексикине вӗренме пуҫлатпӑр, ҫапла вара унӑн ятне парса, унӑн виҫесӗр пуянлӑхӗ умӗнче пуҫ тайса пуҫлатпӑр, — çырать Çирĕклĕ ял советĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен специалист Сергей Семенов.
Çирĕклĕ ял совечĕ "Тӑван чӗлхе кунӗ" акцие хутшӑнать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Сергей СЕМЕНОВ.