

2022 çулхи март уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пишпÿлекри Культура керменĕнче çамрăк чăваш эстрада юрăçисен регионсен хушшинчи «Шăпчăк сасси» конкурс иртет. Суйлав турĕ 10 сехетре пуçланать. Каçхине Гала-концерт пулĕ тата çĕнтерÿçĕсене чыслĕç.
Конкурса чăваш эстрада юррисене шăрантаракан 14-35 çулхи уйрăм вокалистсем хутшăнма пултараççĕ. Суйлав турĕ тата финал валли тĕрлĕ сĕмлĕ икĕ юрă хатĕрлемелле (кашнийĕ 4 минутран ытла пулмалла мар). Пĕрремĕш произведени эстрада лирика юрри е эстрада юрри евĕр тунă халăх лирика юрри пулмалла. Иккĕмĕшĕ – ритмлă эстрада юрри е эстрада юрри евĕр калăпланă ритмлă халăх юрри.
Заявкăсене ятарлă форма тăрăх, март уйăхĕн 17-мĕшĕччен йĕркелÿ комитетне çак адреспа: 452040, Республика Башкортостан, Бижбулякский район, с.Бижбуляк, ул.Советская, д. 25 (Бижбулякский Дворец культуры) е электронлă почтăпа: metod-otdel-rdk@mail.ru ярса памалла.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(34743)2-10-27, 8-917-369-28-90 – Ольга Валериевна Иванова – фестиваль координаторĕ.
Конкурс номерĕсем «минус один» фонограммăпа иртеççĕ. Фонограммăсен оригиналĕсене флеш-карта çине çыртарса хăвăрпа пĕрле илсе килмелле. Пултарулăх ăмăртăвне иртнĕ конкурссенчи лауреатсемпе дипломантсене йышăнмаççĕ. Хăвăрпа пĕрле паспорт е ытти йышши ĕнентерÿ докуменчĕ, ИНН, страхлав пенси свидельстви пулмалла.
Йĕркелÿ комитечĕ.