Февралӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен Пӗтӗм тӗнчери "Олег Киселев чӗнет" конкурс иртнӗ. Ҫак мероприяти пӗрремӗш хут иртет, арт-директор тата хавхалану параканĕ Олег Николаевич Киселев композитор, педагог, тӗрлӗ шайри конкурссен лауреачӗ пулса тӑрать. Ҫак ӑмӑртӑва хутшӑнакансен географийӗ питӗ анлӑ: Раççей, СНГ тата Европа, Ази тата Америка ҫӗршывӗсем. Ку конкурс питӗ сумлӑ шутланать тата гитаристсемшӗн пысӑк тӗрӗслев мероприятийĕ. Пишпÿлекри Ача-пӑча искусство шкулӗн гитара класĕнче веренекенсем (вĕрентекенĕ Андреев А.Л. ) Амир Гимадинов тата Марк Каримов хӑйсен ÿсĕм категорийӗсенче дипломантсем пулса тӑнă. Давид Тарасов гран-при илессинчен пӗр утӑмра чарӑнса 1 степень лауреачĕ пулса тӑнӑ. Ачасене лайӑх кăтартусемпе саламлатпӑр тата малалла ҫӗнтерӳсем сунатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри Ача-пӑча искусство шкулӗн социаллă сетьри страницинчен.