Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
3 Мартӑн 2022, 21:30

Юмахри ҫӗршыв

Мероприяти савӑнӑҫлӑ та кӑсӑк иртнӗ. 

Юмахри ҫӗршыв
Юмахри ҫӗршыв

Кашни ҫыннӑн юратнӑ юмахĕ пур. Юмахсем ӗмӗр тӑршшӗпех пирĕнпе юнашар пыраççĕ. Мартăн 2-мӗшӗнче "Ҫамрӑк кĕнеке юратакан" вулав клубӗнче "Юмахри ҫӗршыва ҫулҫӳрев" юмах ӑстисен турнирӗ иртнӗ, унта ачасем юратнӑ юмахсен тӗлӗнмелле тӗнчинче пулса курнă. Ачасем икĕ командӑна пайланнӑ - "Репка" тата "Колобок".
Турнир пилĕк конкурсран тӑнӑ. Ачасем юмахсен тупсӑмĕсене хаваслансах тупнă, ыйтусем ҫине ответленĕ, юмахри япаласене пӗлнине хаваспа кăтартнă, юмахсене тата юмахри геройсене аса илнĕ, кашни тӗрӗс ответшăн вĕсене фишкăсем панă. Ачасем вырӑссен те, ют ҫӗршывсен те юмахӗсене питӗ лайӑх пӗлнине кӑтартса панă, мӗншӗн тесен юмахсен ҫӗршывӗ - пуринчен те тӗлӗнмелле, хитре ҫӗршыв. Мероприяти савӑнӑҫлӑ та кӑсӑк иртнӗ. Унта хутшӑнакансене пурне те парнесемпе чысланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Юмахри ҫӗршыв
Юмахри ҫӗршыв
Юмахри ҫӗршыв
Юмахри ҫӗршыв
Юмахри ҫӗршыв
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: