

Районти ача-пӑча библиотеки Пӗтӗм Раҫҫейри "Пушкин картти" программӑна хутшӑннă. Мартăн 10-мӗшӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 9 "а" класра (класс ертӳҫи Аглетдинова А. Ф.) вӗренекенсем валли хатӗрленӗ программа шайӗнче "Джутран тунă япаласем" экомастер-класс ирттернӗ. Библиотекарь паллашу калаҫăвĕ ирттернĕ, джут мӗн иккенне каласа панă, джутран тунă хатӗр пукане кӑтартнă. Унтан, фантазине хушса, ӑсталӑх класӗнче вӗренекенсенчен кашниех хатӗрлевҫӗсемпе, ҫилӗмпе тата декорацисемпе усӑ курса хӑйӗн пуканине тума пултарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.