Пишпÿлекри ача-пăча пултарÿлăх центрĕнче ачасем "Наци пуҫ тăхăнмаллисем" видеоролике пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунă. Пишпӳлек районӗнче пурӑнакан пилӗк халӑхӑн пуҫне тăхăнмалли хатӗрӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ачасем вӗсен пӗрпеклӗх пуррине асӑрханă. Пурне те бисерпа та шӑрҫапа эрешленӗ.
Тата Пишпÿлекри Ача-пăча пултарÿлăх центрĕн "Шӑрҫа хыҫҫӑн шăрçа" пӗрлешӳре тӗрлӗ национальноҫ ачисем вӗреннине асӑрханă. Вӗсем пурте пултарулӑхпа туслӑ ӗҫлеҫҫӗ, пӗр-пӗрне пур енчен те пулӑшаҫҫӗ.
Юлашкинчен ачасем викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравласа ҫӗнӗ пӗлӳсене ҫирӗплетнӗ. Пирӗн ушкӑнра сӑнама юратакан арҫын ачасемпе хӗрачасем пур иккен.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.