Этем яланах илем патнелле туртӑнать. Шӑпах ҫавӑнпа вӑл хӑйне хитре тата кил-çурт хушшинче кирлĕ япаласемпе ҫавӑрса илме юратать. Ҫак япаласене хăйĕн аллипе тусан уйрӑмах савӑнать. "Собеседник" ҫамрӑксен клубӗн черетлӗ ларӑвӗ тавралӑх илемӗ пирки, япони искусствин техникипе декоративлӑ - прикладной искусство техникинче картинӑсем туса хурасси пирки пулнă. Ҫакӑн пек картинӑсем тӑвас енӗпе ӑстаҫӑ Лира Васильевна Горяинова ачасемпе мастер-класс ирттернĕ. Вӑл ку стильти шедеврсене тахҫанах калӑплать, ачасене илемлӗ искусство тӗнчине ҫӑмӑллӑнах илӗртет. Кашни ача хӑйне япони стилӗн художникӗ пек туйма пултарать. Кунсӑр пуҫне ачасем Пишпÿлекри Культура керменӗнчи халӑх искусствин галерейинче пулнӑ. Ачасене кил таврашĕнчи илемлӗ япаласем илӗртнӗ, вӗсене ҫатан карта тытса ҫавӑрнӑ. Ҫакӑн пек илемлӗ япаласем тӑвас опыт пуххипе Галина Федоровна Ахметова ӑстаçă хаваспах паллаштарнă. Паян ачасем, илем туса, тӗнчене хӑй тавра ҫӗнетме вӗреннӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тӗп библиотекăн социаллă сетри страницинчен.