Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
19 Мартӑн 2022, 12:30

"Хӗрарӑм эрешӗсем" пултарулӑх лабораторийӗ иртнӗ

Мероприяти хӑнисем тата "Асамлӑ шӑрҫан маги" куравпа паллашнă.

"Хӗрарӑм эрешӗсем" пултарулӑх лабораторийӗ иртнӗ
"Хӗрарӑм эрешӗсем" пултарулӑх лабораторийӗ иртнӗ

Районти тӗп библиотекăра "Пушкин картти" проект шайӗнче "Хӗрарӑм эрешӗсем" пултарулӑх лабораторийӗ иртнӗ. Мероприятие хутшӑнакансем Пелепейри механизаци тата электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗн студенчӗсем пулнă. Занятисенче çамрăксем шӑрҫа мĕнле пулса кайнин историпе паллашнă, мӗнле материалсенчен тата мӗнле тунине итленĕ, унӑн сӑн-сӑпачӗпе, усӑ курнипе паллашнă. Ҫак материалпа ӗҫе хӑнӑхма Ильсина Галлануровна Хисматова ӑстаҫӑ вӗрентнӗ.
Шӑрҫа евӗрлӗ ҫатан техникипе паллашсан хастарсем хитре эрешсем – алтӑрсем, ҫӗрӗсем йӗркеленĕ. Ку изделисене ачасем хӑйсен амӑшӗсене, кукамӑшӗсене тата аппӑшӗсене парнелеме киле илсе кайнă. Мероприяти хӑнисем тата "Асамлӑ шӑрҫан маги" куравпа паллашнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тӗп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

"Хӗрарӑм эрешӗсем" пултарулӑх лабораторийӗ иртнӗ
"Хӗрарӑм эрешӗсем" пултарулӑх лабораторийӗ иртнӗ
"Хӗрарӑм эрешӗсем" пултарулӑх лабораторийӗ иртнӗ
"Хӗрарӑм эрешӗсем" пултарулӑх лабораторийӗ иртнӗ
"Хӗрарӑм эрешӗсем" пултарулӑх лабораторийӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: