Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
24 Мартӑн 2022, 12:17

Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ

Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пăслăк ял советӗнче "Живая традиция" фольклорпа ремесла район фестивалӗ малалла тăсăлчĕ.  

Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ
Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ

 

Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пăслăк ял советӗнче "Живая традиция" фольклорпа ремесла район фестивалӗ малалла тăсăлчĕ.

 

"Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр" — ҫакӑн пек девизпа иртрӗ уяв концерчӗ.

Пăслăк ял поселенийӗ пуян та хӑйне евӗрлӗ культурăпа тĕлĕнтерет. Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн наци уявӗсене хисеплет тата авалхи ырӑ йӑласене упраса хӑварма тӑрӑшать. Районти "Живая традиция" фольклорпа ремесла фестивальне авалхи ремеслӑсемпе йӑла-йӗркесене тытса пынине кăтартса пама фольклор коллективӗсемпе солисчӗсем — Пăслăк СФКĕнчи, К.Иванов ячĕллĕ Пăслăкри вăтам шкул, Пăслăкри "Хӗвел" ача сачӗ, Кистенлĕри клуб тата вӑтам шкул коллективĕсем тата халӑх пултарулӑх ӑстисем хӑйсен искусствине кӑтартма хатӗрленнӗ.

 

Жюри умне 23 номер тӑратрĕç. Фестивале хутшӑнакансем пурте хӑйсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Вырӑнти фольклор материалӗпе никӗсленнӗ фольклорăн кашни йӑли хӑйне евӗр кӑсӑклӑ та тĕлĕнмелле. Коллектив вырӑнти йӑла-йӗркене тата апат-çимĕçне кӑтартма тăрăшрӗ. Пултарулӑх коллективӗсемпе солистсем хавхаланса сцена çине тухрӗҫ, вӗсем чӑваш халӑх юррисене чун-чӗререн, юратса, хӑйсен ҫӗрне чунтан хисеплесе юрланине аса илчӗҫ. Мероприятие хутшӑнакансемпе хӑнасен хаваслӑ та хӑйне евӗрлӗ сцена костюмӗсем, наци колоричӗ, уяври пек кӑмӑл-туйӑмӗ пурне те калама ҫук савӑнтарчӗ. Артистсене куракансем хыттӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчĕç, вӗсен пултарулӑхне тивӗҫлипе хакларĕç. Фестиваль хӑнисем киленсе канчӗҫ, чунпа канчӗҫ. Пӗр япала та асӑрхамасӑр, тимлĕхсĕр юлмарӗ.

 

Ялти нумай функциллӗ клуб фойинче вырăн тупнă пултарулӑх коллективӗсен нимпе танлаштарайми тĕшши фестивалӗн пӗтӗм куравӗсем пулса тӑчӗҫ. Пултарулӑх коллективӗсем пурте курав йӗркелеме хутшӑнчӗҫ. Декоративлă-прикладной пултарулӑх ӑстисен ӗҫĕ ҫӳллӗ шайраччĕ, яланхи пекех куракансен кăмăлне кайрĕ. Куравсенче ҫавӑн пекех наци апат-ҫимӗҫне тутанса пăхма пулчĕ: çутçанталăк парнисем, шăрттан, пÿремĕç, хуплу тата ытти те. Мӗн тутанас тетӗн, ҫавна тутан!

Сцена çине тухнă коллективсен пултарулӑхӗ Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансемшĕн халăх культури пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, вӑл ӗмӗр-ӗмӗре тӑсӑлакан чӑн халӑх культурипе перӗнме пултарнине, хӑйсен тымарӗсемпе ҫӑлкуҫӗсенчен уйрӑлманнине, халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраса хӑварма май панине  уҫҫӑн кӑтартса парать.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Карина ПАВЛОВА.

 

Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ
Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ
Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ
Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ
Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ
Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ
Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ
Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ
Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упраҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: