+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Икӗ эрне хушши Ситекпуçĕнчи культура çуртӗнче декоративлă прикладной пултарулӑх куравӗ пынă. Унта хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернĕ те мăнаçлантарнă. Тӗрлӗ ĕçсем, чечексем те, эрешсем те, пуканесем те, паллах, тӗрлӗ картинӑсем те – пурне те пысӑк ӑсталӑхпа, тӗрлӗ техника пӗлнипе, алӑ айĕнчи тӗрлӗ материалсемпе усӑ курса тунӑ. Паллах ӗнтӗ, пултарулӑха чун-чӗререн юратса.
#ГодкультурногонаследиюнародовРоссии
#Седякбашскаясельскаябиблиотека
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.