Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
28 Мартӑн 2022, 09:42

Нуреева халалласа

Кăçал «Нуреев сезонӗсем» Мускавра кăна мар, артистăн тăван хулинче Уфара тата амăшӗ çуралса ӳснӗ Хусан хулинче иртеççӗ.

Нуреева халалласа
Нуреева халалласа

Март уйăхӗнче тӗнчипе паллă балет артисчӗ, хореограф Рудольф Нуреев çуралнă. Унăн фонтан пек тапса тăракан иксӗлми таланчӗ пирки сăмах пуçарсан «генилле» сăмах час-час илтӗнет. 54 çултах вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă пултаруллă ентешӗмӗре асăнса 2018 çулта унăн 80 çулхи юбилейӗ тӗлне проект йӗркеленӗ. Çав çул Вырăс балечӗн çулталăкӗ пулни те пулăшнă-тăр, халăхсен хушшинчи проект пулса тăнă. Мускавра, Парижра иртнӗ ун чух мероприятисем. Ăна пуçараканӗсем – Мускаври Тутар наципе культура автономийӗ, «Пушкăртстан – Итали» Туслăхӗн фончӗ, «Свой почерк» кинокомпани. «Нуреев сезонӗсене» йӗркелесе ертсе пыраканӗ Альфия Мансуровна Чеботарева. 

Кăçал «Нуреев сезонӗсем» Мускавра кăна мар, артистăн тăван хулинче Ӗпхӳре тата амăшӗ çуралса ӳснӗ Хусан хулинче иртеççӗ. Каласа хăварар, проект шайӗнчи пӗтӗм мероприяти тӳлевсӗр. 

«Рудольф Нуреев çулталăкра ик çӗршер спектакль те ташланă, – тесе каласа пачӗ журналистсемпе тӗлпулăва килнӗ Вячеслав Гордеев, СССР халăх артисчӗ, Мускав облаçӗн «Русский балет» патшалăх театрӗн илемлӗх ертӳçи, балетмейстер, педагог. – Темӗнле паллă артист пулсан та кашни кун балет класне çӳретчӗ, пӗтӗм вăйран ӗçлетчӗ. Хăйӗнпе тупăшса хăйӗнчен иртсе кайма ăнтăлатчӗ». Рудольф Нуреев балетсем лартма та вăхăт тупнă, киносенче ӳкерӗнме те вăй-халӗ çитнӗ. 

Мартăн 23-27-мӗшӗсенче Хусанти «Мир» кинотеатрта Р.Нуреев ӳкерӗннӗ икӗ илемлӗ фильм тата документлă картинăсене пăхма пулать. Каларăмăр ӗнтӗ, киносеанссем тӳлевсӗр. Хусанти патшалăх культура институтӗнче хореографи уйрăмӗнче, хулари хореографи училищинче Вячеслав Гордеев ирттернӗ мастер-классем те тӳлевсӗрех. 

Инçе çула пăхмасăр, тӗнчери лару-тăруран хăрамасăр Рудольф Нуреевăн Италире пурăнакан юлташӗ Лиза Сотилис дизайнер, ювелир килнӗ. Вăл паллă ентешӗмӗр çинчен каласа пачӗ, Руди (çапла чӗннӗ Нуреева Анăçра) тăван çӗршывӗнчен килекенсене яланах пулăшма ăнтăлнине, вырăс балет искусствине тӗнчене сарассишӗн нумай ӗçленине, «Щелкунчик» балета лартнине каласа пачӗ. 

Рудольф Нуреев ячӗллӗ балет фестивалӗ кăçал Хусанта 35-мӗш хут иртет. Çакăн çинчен М.Джалиль ячӗллӗ Тутар академи оперăпа балет театрӗн балет труппин илемлӗх ертӳçи Владимир Яковлев пресс-конференцире пӗлтерчӗ. Рудольф Нуреев Хусанта П.Чайковскин «Щелкунчик» балетне оркестрпа дирижер пек ӗçленине аса илнӗ вăл. Сăмах май, Машăна вăл спектакльте пирӗн питӗ паллă ентеш Надежда Павлова ташланă. 

«Нуреев сезонӗсене» «Мир» кинотеатр 1982 çулта ӳкернӗ «Венеция. Карнавал. Любовь» илемлӗ фильмпа (режиссерӗ Марио Ланфранки) уçнă. Пресс-конференцире Альфия Мансуровна та, кинотеатр директорӗ Миляуша Лябибовна Айтуганова та Нуреевăн çак лентăри ӗçне ӗнчӗпе (жемчуг) танлаштарнă.  «Нуреев сезонӗсем» Хусанта пилӗк куна тăсăлнă – пушăн 27-мӗшчен, Театр кунӗнче вӗçленнĕ. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/proekt-shaynchi-ptm-meropriyati-tlevsr

Нуреева халалласа
Нуреева халалласа
Автор:
Читайте нас: