Пишпÿлекри "Улыбка" ача садӗнчи театр эрни тӑвӑллӑн алӑ ҫупса, "браво" кӑшкӑрса иртрӗ.
Театр вӑл — вӑрттӑнлӑх, юмах, асамлӑх. Вӑл илем, мораль тата тирпейлӗх урокӗсем парать. Вӗсем мӗн чухлӗ пуянрах, ачасен ӑс-хакӑл тӗнчине аталантарасси ҫавӑн чухлӗ ӑнӑҫлӑрах пырать. Театр ачасен пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать, вӑл шкулчченхи ÿсĕмри ачасене искусствӑн чи ҫутӑ, илемлӗ тата ӑнланма пултаракан сферисенчен пӗри пулса тӑрать. Кашни ача ҫуралнӑранпах пӗчӗк артист. Ачасене палланӑ юмахсем тӑрӑх пысӑках мар спектакль выляса кӑтартма питӗ килӗшет.
Театр эрни шайӗнче ача садӗнче кашни ушкӑн театрализациленӗ постановкине хатӗрлерӗ те куракансене паллаштарчӗ.
Кӗҫӗн ушкӑнсем куракансене «Курочка Ряба», «Теремок», «Колобок» чаплӑ юмахсемпе савӑнтарчӗҫ. Вӑтам ушкӑн ачисем театрти «Как медведь подружился с пчелами» постановкӑра пултарулӑхне уҫса пачӗҫ. Аслӑраххисемпе шкула хатӗрлекен ушкӑнсем куракансен умне «Легенда о курае» спектакльсем тӑратрӗҫ. Театр эрни ачасене ҫеҫ мар, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене те пӗр коллектива пӗрлештерчӗ. Вӗсем хӑйсен ачисемпе пӗрле спектакльсем валли костюмсемпе атрибутсем хатӗрлерĕç.
Театр эрни, яланхи пекех, ҫӳллӗ шайра, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса, "браво" тесе кӑшкӑрса иртрӗ. "Театр эрнин" итогне пĕтĕмлетнĕ май театр — ачасемпе хутшӑнмалли, вӗсен вӑрттӑн туйӑмӗсене ӑнланмалли чи лайӑх меслет тесе калас килет. Илемлӗхпе тӗл пулнӑшӑн пурте савӑнчӗҫ!
Гульсина КОЗЛОВА,
Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн воспитателĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Гульсина КОЗЛОВА.