Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
31 Мартӑн 2022, 11:22

Вырӑс чӗлхи тӗнчери малта пыракан пилӗк чӗлхе шутне лекнӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Вырӑс чӗлхи тӗнчери малта пыракан пилӗк чӗлхе шутне лекнӗ
Вырӑс чӗлхи тӗнчери малта пыракан пилӗк чӗлхе шутне лекнӗ

Пушкин институчӗ "Тӗнчери вырӑс чӗлхин индексĕ" ҫӗнӗ тӗпчев хатӗрленӗ. Ҫапла ӗнтӗ, вырӑс чĕлхи унчченхи пекех тӗнчери чи лайӑх 12 чӗлхе шутĕнче пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнать — вӑл араб, португали, нимӗҫ чĕлхисенчен маларах тăрать, анчах акӑлчан, испани, китай тата француз чӗлхисенчен каярах.

Вырӑс чӗлхи йӑлари тата наука коммуникацийӗсенче усă курассипе вырӑн йышӑнса тӑракан пилӗк чӗлхене лекнӗ, Пушкин ячӗллӗ Институтӑн "Тӗнчери вырӑс чӗлхин индексӗ" тӗпчевӗсем кӑтартса параҫҫӗ, çак даннăйсене 2021 ҫулта ТАСС илсе кăтартать.

Тӗпчевре рейтинг тунин кăтартăвĕ Интернетпа усӑ куракансен шучӗ, интернет-ресурссен шучӗ тата чӗлхери наука информацийӗн калӑпӑшӗ, тӗнчери организацисенчи чӗлхе статусӗ, ҫавӑн пекех чӗлхепе тухакан МИХ шучӗ пулса тӑнине палӑртаҫҫӗ.

«МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

 

Вырӑс чӗлхи тӗнчери малта пыракан пилӗк чӗлхе шутне лекнӗ
Вырӑс чӗлхи тӗнчери малта пыракан пилӗк чӗлхе шутне лекнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: