Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
1 Апрелӗн 2022, 11:49

Кистенлĕ ачисем театр çĕршывĕнче пулнă

Каникул — ачасемшӗн чи савӑнӑҫлӑ вӑхӑт.  

Кистенлĕ ачисем театр çĕршывĕнче пулнă
Кистенлĕ ачисем театр çĕршывĕнче пулнă

Ачасен канӑвӗ ҫак вӑхӑтра активлӑ та тулăх пулмалла. Ял клубĕнче ачасем "Маска айӗнче кам" театр пултарулӑхӗн ҫӗршывне ҫулҫӳреве кайнă. Театр, чăннипе те искусствӑн чи илемлӗ тӗсӗсенчен пӗри шутланать. Асамлӑ ҫӗршыв тӑрӑх "Юмах" ҫӳрени, "Ҫарӑк"юмаха импровизациленӗ. Юратнӑ театр геройӗсене суйланă, маскӑсем хатӗрленĕ, "Актерпа унӑн ӑсталӑхӗ" викторина иртнӗ, хаваслӑ вӑйӑсем вылянă, вӑхӑта усӑллӑ ирттернĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Кистенлĕ ачисем театр çĕршывĕнче пулнă
Кистенлĕ ачисем театр çĕршывĕнче пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: