«Ҫӗр ҫинче хăй тавра ҫутӑ кăларакан çынсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри — пирӗн Валентина Дорофеевна. "Берегиня" юрă ушкӑнӗнче вӑл никӗсленнӗренпе — 30 ҫула яхӑн! Ун йышӗнче тӗрлӗ ҫулсенчи, профессиллӗ ҫынсем. Вӗсене пурне те юрра юратни пӗрлештерет. Чун, коллектив ҫирӗплӗхӗ — Валентина Дорофеевна Васильева. Активлӑ, тӗллевлӗ, ҫӗнтерӳллӗ, пуҫаруллӑ — ҫакă пурте ун ҫинчен! Ҫак хушӑра район тӑрӑх мӗн чухлӗ концерт, вечер, гастроль ирттернӗ! Вӑл юрлать кӑна мар, сӑвӑсем те питӗ лайӑх вулать. Вулакансен районти конкурсӗсенче темиҫе хут та ҫӗнтернӗ. "Лайӑх кӑмӑл" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли пӗрлешӳре занятисем ирттерет. Ялти пӗртен-пӗр культура вучахӗн шӑпине кӑмӑллакан пултарулӑхлӑ ҫынсем пур чухне эпир пурне те ҫӗнтерессе, пурне те пултарасса шанатпӑр! Паян эпир хамӑрӑн хаклӑ Валентина Дорофеевнӑна юбилей ячӗпе саламлатпӑр!» — ăшшăн саламлаççĕ ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсем Валентина Васильевана.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.