Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
12 Майӑн 2022, 20:49

Эпир асра тытӑпӑр!

Ситекпуçĕнчи культура çуртĕнче "Эпир асра тытӑпӑр!" уяв концерчӗ иртнӗ.

Эпир асра тытӑпӑр!
Эпир асра тытӑпӑр!

Кӑҫал Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вĕçленнĕренпе 77 ҫул ҫитнине палӑртаҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывшӑн ку кун уйрӑм пĕлтерĕшпе тулса тӑрать. Ку вӑл - пысӑк ҫӗршывра пӗр йӳҫек ҫухату тӳсмен ҫемье те юлман ҫар харсӑрлӑхне аса илтерекен асаилӳ.
Вӑхӑт вӗсене манӑҫтарма пултараймасть. Вӗҫӗ-хӗррисӗр асӑм пур. Асра тытмалла - пурӑнмалла!
Ситекпуçĕнчи культура çуртĕнче "Эпир асра тытӑпӑр!" уяв концерчӗ иртнӗ. Ача сачĕн воспитанникĕсем, Ситекпуçĕнчи тӗп шкул вӗренекенӗсемпе учителӗсем сӑвӑсемпе юрӑсенче тӑнӑҫлӑ тӳпешӗн пуçне хунисене тата залра пухӑннӑ вăрçă ачисене телейлӗ ачалӑхшӑн тав тунӑ. Ҫав хӗрӗхмӗш ҫулхи ача чухнехи ачасене...Эпир асра тытӑпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Эпир асра тытӑпӑр!
Эпир асра тытӑпӑр!
Эпир асра тытӑпӑр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: