

Лирика ҫинчен калаҫасси яланах кӑткӑс, вӑл хӑйпе калаҫакан ҫынна уйрӑммӑнах кӑмӑллать, тӗнче ҫине поэзилле пӑхма хушать. ХХ ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫуррине лирикӑна чӗнсе калани уйрӑмах кӑткӑс. Мӗншӗн тесен ку ӗмӗрӗн 60-80 ҫулӗсенче пулнӑ. Белебейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче "утмӑлмӗш çулхи" поэтсемпе паллашасси иртнĕ. Кунта вулав конференцийӗ "Утмӑлмӗш çулхи поэтсем: Евгений Евтушенко, Андрей Вознесенский, Роберт Рождественский" иртнӗ, унта районти тӗп тата ача-пӑча библиотекин ӗҫченӗсем, студентсемпе вӗренӳ учрежденийӗн преподавателӗсем хутшӑннă. Ӗҫре поэтсем хӑйсем хутшӑннӑ видеоматериалсемпе усӑ курнӑ, сӑввисене художествӑлла вуланӑ, паллӑ авторсен сăввисемпе çырнă юрăсене аса илнĕ: Е.Евтушенкăн "Хотят ли русские войны", Рождественскин "Реквием" . А. Вознесенскин сӑввипе çырнă "Юнона и Авось" рок-оперӑн сыпӑкне пӑхнă. Мероприятин эпиграфĕ Е. Евтушенкăн "Раҫҫейре Поэт поэтран та ытларах..." сăввин сыпăкĕ пулса тăнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тӗп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.