Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
18 Майӑн 2022, 15:31

Славян ҫырулӑхӗпе культура кунӗ

Мероприяти РФ тата ПР Гимнӗсемпе уҫӑлнă тата хупӑннă.

Славян ҫырулӑхӗпе культура кунӗСлавян ҫырулӑхӗпе культура кунӗ
Славян ҫырулӑхӗпе культура кунӗ

Кистенлĕри вăтам шкулта Славян ҫырулӑхӗпе культура кунӗ ячӗпе  "Эпир - славянсем" мероприяти ирттернĕ. 5, 6 класра вӗренекенсем каласа панинчен ытти шкулта вӗренекенсем славян азбукине 863 ҫулта Солунские пĕртăван Кириллпа Мефодий туни ҫинчен пӗлнĕ. Ҫавӑн пекех славянсен 9-мĕш ӗмӗрте пӗр харӑсах икӗ азбука ҫурални ҫинчен те ачасем пӗлнĕ. Пӗри глаголица, тепри кириллица ятлӑ пулнă вĕсем. Ачасем вырӑс ҫырулӑхӗн, славян азбукин никĕсĕсемпе, славян ҫырулӑхӗн историпе культура еткерлӗхӗпе паллашнă. Мероприяти РФ тата ПР Гимнӗсемпе уҫӑлнă тата хупӑннă. Ҫак мероприяти вырӑс чӗлхине тата вырӑс халӑхӗн ӑс-хакӑл культурине хисеплеме вӗрентет.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен

Славян ҫырулӑхӗпе культура кунӗ
Славян ҫырулӑхӗпе культура кунӗ
Славян ҫырулӑхӗпе культура кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас