Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
18 Майӑн 2022, 12:43

Ял библиотекин историйĕ çинчен

Павлова (Герасимова) Калиста Петровна — библиотека ӗҫӗн ветеранӗ, Хушăлка ял библиотекин заведующийӗ пулнă.  

Ял библиотекин историйĕ çинчен
Ял библиотекин историйĕ çинчен

Павлова (Герасимова) Калиста Петровна — библиотека ӗҫӗн ветеранӗ, Хушалка ял библиотекин заведующийӗ пулнă.

Калиста Петровна 1928 ҫулхи июль уйӑхӗнче Пишпÿлекре нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. 12 ҫул тултарсан, унӑн шкула пӑрахса фермӑна пӑру пӑхакан пулса ӗҫлеме каймалла пулнӑ. Черчен хӗрачашӑн ку вӑй тайăн мар ĕç пулнă, паллах, анчах шкултан вӗренсе тухас шухӑш ун пуҫӗнчен нихҫан та тухмасть. Икĕ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл вӗренӗве малалла тӑснă, ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ.

1949 ҫулта Уфари библиотека техникумне вӗренме кӗнĕ. Куҫӑн вӗренме укҫа пулман, куçăн мар вĕренĕве куçма тивнĕ. 1950 ҫулхи апрелӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа Кĕрмеслĕри ял библиотекинче ӗҫлеме тытӑннă. 1952 ҫулта УБТ вĕренсе пĕтерсен, ăна Хушăлка ял библиотекине янӑ. Илемлӗ те йӑл кулакан хӗре ялйыш тӳрех юратнă, вăл илемлӗ тракториста качча тухнă. Упӑшкипе пӗрле пилĕк ача ҫитӗнтернӗ. Пурне те пӗлӳ панӑ.

Ялти библиотекарь — общественник, агитатор, артист, пропагандист, психолог. Хушăлка культурине аталантарассишӗн вӑл пысӑк тӳпе хывать. Калиста Петровна ертсе пынипе 1963 ҫулта "Айдар" ятлӑ кӑткӑс та пысӑк драмӑсенчен пӗрне, 1977 ҫулта К.В. Ивановăн "Нарспи" поэмипе спектакль лартнă. Кашни постановкӑна 40 хăй пултарулӑх артисчӗ хутшӑннӑ. Костюмсене пӗтӗм районӗпех пуҫтарнă. 1978 ҫулта Культура министерствин укҫа премийӗпе тата Грамотипе наградӑланӑ. Республикӑри, районти мӗнпур мероприятие хастар хутшӑннӑ.

Пишпÿлекри тĕп библиотека сайтĕнчен кĕскетсе пичетленĕ.

Тĕплĕнрех - библиотека сайтĕнче http://bizh-bibl.ru/custom/item/402

Ял библиотекин историйĕ çинчен
Ял библиотекин историйĕ çинчен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: