Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Майӑн 2022, 14:58

"Культура" наци проекчӗн шайӗнче Стерлитамакра виртуаллӑ концерт залӗ уҫӑлӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

"Культура" наци проекчӗн шайӗнче Стерлитамакра виртуаллӑ концерт залӗ уҫӑлӗ
"Культура" наци проекчӗн шайӗнче Стерлитамакра виртуаллӑ концерт залӗ уҫӑлӗ

Майӑн 28-мӗшӗнче Стерлитамакра тӗп библиотека тытӑмӗнчи 3-мĕш филиалĕнче виртуаллӑ концерт залӗ уҫӑлӗ. Кун пирки ПР Культура министерствин пресс-служби пӗлтерет. Стерлитамакри ЦБС 2020 ҫулта РФ Культура министерстви ирттернĕ конкурсра хутшăннă май сасӑ тата акустика оборудованийӗ туянма май тупнă пӗтӗмӗшле 350 пин тенкӗ калӑпӑшпа. Стерлитамакри ЦБС 3-мĕш филиалӑн вулав залӗ валли уйӑрнӑ укҫапа концертсене кӑтартмашкӑн хальхи оборудование: анлӑ профат экранне, пысӑк пахалӑхлӑ акустика системисене, компьютер тата комплектлакан ытти оборудованисене туяннӑ тата улӑштарнӑ. Ҫавӑн пекех энерги сыхлакан зала ҫутӑпа улӑштарса вулав залне юсанӑ. Залсене кирек хӑш вырӑнта та уҫма пултараҫҫӗ сигнал йышӑнма кирлӗ оборудовани: филармонисенче, культура ҫурчӗсенче, клубсенче, библиотекӑсенче, кинотеатрсемпе музейсенче.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Культура министерствин пресс-служби.

"Культура" наци проекчӗн шайӗнче Стерлитамакра виртуаллӑ концерт залӗ уҫӑлӗ
"Культура" наци проекчӗн шайӗнче Стерлитамакра виртуаллӑ концерт залӗ уҫӑлӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: