Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Культура
8 Июнӗн 2022, 11:59

Ачасем библиотекăра пулнă

Ачасен библиотекӑран каяс килмен, ҫавӑнпа та вӗсем вулама вĕренме, кӗнекесене киле илсе вулама сӑмах панă.

Ачасем библиотекăра пулнă
Ачасем библиотекăра пулнă

Пирӗнтен кашниех кӗнеке – пӗлӳсен тӗп ҫӑлкуҫӗсенчен пӗри, ачасен вулас интересне аталантарма шкулчченхи ҫулсенчех пуҫламаллине пӗлет. Июнӗн 7-мӗшӗнче Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекине пӗлӳ пухас тӗллевпе экскурсие "Улыбка " ача садӗнчи аслӑ тата вӑтам  ушкӑнӗсем килсе курнă. Библиотекарьсем ҫамрӑк вулакансене библиотека мӗн тума кирлине каласа панӑ; библиотекӑра хӑйсене мӗнле тытмалли, кӗнеке тытмалли правилӑсемпе паллаштарнӑ. Кашни кӗнекен хӑйӗн вырӑнӗ пуррине, вӑл ӑҫта пулмаллине, ҫак кӗнекене вулас текен кирек кам та ӑна хӑй тӗллӗнех ҫӑмӑл та хӑвӑрт тупма пултарассине ачасем курнă. Ҫавӑн пекех ачасемпе "Юмахри героя тавҫӑрса ил" викторинӑна, юратнӑ юмахсен геройӗсене пӗлнине ирттернĕ. Малалла ачасем ҫӳлӗк ҫинчен хӑйсене килӗшнӗ журналсемпе кӗнекесене пӑхма, вӗсене уҫкалама, иллюстрацисене пӑхса тухма, ҫавӑн пекех сӗтел ҫинчи вӑйӑсене выляма пултарнӑ. Ачасен библиотекӑран каяс килмен, ҫавӑнпа та вӗсем вулама вĕренме, кӗнекесене киле илсе вулама сӑмах панă.

. #БиблиотекаДрузья
#ХорошееНастроение

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Ачасем библиотекăра пулнă
Ачасем библиотекăра пулнă
Ачасем библиотекăра пулнă
Ачасем библиотекăра пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: