Вулас кӑмӑла чакарасси ҫинчен мӗн чухлӗ ытларах калаҫаҫҫӗ, çавăн чухлĕ энтузиастсем кӗнекесемпе библиотекӑсене активлӑрах йӗркелеҫҫӗ.
Пишпÿлекри Ахметов ячĕллĕ паркра урамри библиотека вырнаҫтарнӑ, унта халӗ кашни библиотекӑри кӑмӑла кайнӑ кӗнекесене илме е хӑйсенне илсе килме пултарать.
– Буккороссинг е книгообмен вӑл - анлӑ ҫӗрпе вӑхӑт чиккине пĕтерекен кӗнеке клубӗ. Ку юхӑм ҫынсен кӗнеке тата вуласси ҫине урӑхларах пӑхакан юхӑм. Кӑмӑл тӑвакан кирек кам та унта кирек мӗнле кӗнекесене те лартма, унтан хӑйне интереслентерекен пӗр-ик кӗнекене тӳлевсӗр илме пултарать. Шкапра хӑвӑн кӗнекӳсене хӑварасси - тивӗҫ мар, сунни ҫеҫ.
Пирӗн урамри библиотека пушанса юлмӗ тесе шанатпӑр, хаклӑ вулакансем, вӑл сире пула пуянланӗ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.