Республикӑри халӑх сиплевçисен "Ер кото" — "Çӗр вӑйӗ" фольклор фестивалӗ Абзелил тата Баймак районӗсенче иртнӗ.
Баймак районӗнчи Мансурово ялне фестивале ирттерме суйланӑ, мӗншӗн тесен тахҫантанпах "вӑй вырӑнӗ" шутланать — кунта сиплевҫӗ, ӑслӑ тата малашнехине пӗлтерекен Мужавир Сиражетдинов пурӑннӑ, ăна кунта пытарнă.
Фестиваль вӑхӑтӗнче хӗрарӑмсемпе арҫынсем валли мастер-классемпе тренингсем курма пулнă; ремесласен ярмăркки; наци апат-ҫимӗҫӗпе ĕçмеллисен, эмел курӑкӗсен, оберегсен выставка-суту-илĕвĕ, ҫавӑн пекех концертсем пулнă.
Фестивале ПР халӑх пултарулӑхӗн Республикӑри ӗҫченӗсем "халӑх сиплевӗ" культура еткерӗн объектне фиксацилеме хутшӑннă. Вӑл наци культурипе тата халӑх историйӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Халӑхӑн традициллӗ маар медицинин меслечӗсене ҫырса хунӑ: куç ÿкернине сыватмалли, сыпăсене тӳрлетмелли, ҫурӑм шӑммисене вырăнне лартмалли, пурнӑҫ вӑйне каялла тавӑрмалли, пуç мимине кисрентернине сиплемелли, висцераллӑ массаж тата ытти меслетсене те.
https://resbash.ru информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ВК пушкăрт хĕрарăмĕсен обществи.