

Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пысӑк ҫырлан хӑйӗн уявӗ - Арбуз кунӗ пур иккен. Кашни ҫулах уява августӑн 3-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе паллӑ тӑваҫҫӗ. Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн тата библиотека ӗҫченӗсем ҫак йӑрӑм-йӑрӑмлӑ ҫырлана халалласа яланхи пек мар вечеринка хатӗрлесе ирттернӗ. Мероприяти пынӑ май пухӑннӑ ҫынсем тӗнчери чи пысӑк ҫырла — арбуз ҫинчен нумай интереслине пӗлнĕ, вӑйӑсене, конкурссене тата шӳтлӗ ӑмӑртусене ("камӑн арбуз вӑрри ытларах", "ҫук пур", юмахсемпе викторина) хавхалансах хутшăннă, каҫ вӗҫленнӗ тӗле хутшӑнакансем пурте пиҫсе ҫитнӗ тутлӑ арбузпа киленнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотека-филиалӗн социаллă сетьри страницинчен.