Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
19 Августӑн 2022, 18:21

Ачасем литература лотоне хутшӑннӑ

Юмаха пурте юратаҫҫӗ – ҫамрӑккисем те, ваттисем те, ыррисем те, усаллисем те, паттӑррисем те, хӑравҫисем те, телейлисем те, телейсӗррисем те, мӗншӗн тесен юмахра кашни ҫын хӑйне ҫитменнине тупать.

Ачасем литература лотоне хутшӑннӑ
Ачасем литература лотоне хутшӑннӑ

Юмаха пурте юратаҫҫӗ – ҫамрӑккисем те, ваттисем те, ыррисем те, усаллисем те, паттӑррисем те, хӑравҫисем те, телейлисем те, телейсӗррисем те, мӗншӗн тесен юмахра кашни ҫын хӑйне ҫитменнине тупать. Юмахсем халӑх ӑслӑлӑхне пуҫтараҫҫӗ, вӗсем пире ырра та вӗрентеҫҫӗ, ахальтен мар пур юмах та: "Юмах суя, анчах унта ырӑ маттурсене канаш пани пур..." сӑмахсемпе вӗҫленет.
Хушăлкари ял библиотекинче ача-пӑча картишӗнчи площадкӑн иккӗмӗш кунӗнче ачасемпе пӗрле "Юмах патӗнче хӑнара" литература лотоне ирттернӗ. Ачасем тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ: "Юмаха сыпӑкӑнчен пӗл", "Почта", "Йӗркелӗхне туп", "Герой ятне кала"викторина тата ытти те.
Юмахри нумай интереслӗ персонажсене аса илнĕ. Мероприяти вӗҫӗнче ҫапла пĕтĕмлетÿ тунă: пӗр геройсене юратаççĕ, теприсене килӗштереççĕ, виҫҫӗмӗшсенче пирӗн пурнӑҫа йывӑрлатакан айӑпсем тупаççĕ. Кирек мӗнле пулсан та, ку юмах, вӗсем пире каласа параҫҫӗ, эпир суйлатпӑр: мӗнле пулмалла!
#ДетскаяДвороваПлощадка2022
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Ачасем литература лотоне хутшӑннӑ
Ачасем литература лотоне хутшӑннӑ
Ачасем литература лотоне хутшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: