Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
22 Августӑн 2022, 15:31

"Мӗнле илемлӗ ку юмахсем"

 Ачасем юмахсене тӗрлӗ татӑк-кӗсӗксем, сӑвӑсем, юмахсем тӑрӑх каласа панă, юмах персонажӗсем ҫинчен пӗлнĕ.

"Мӗнле илемлӗ ку юмахсем"
"Мӗнле илемлӗ ку юмахсем"

Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем библиотекарьпе пӗрле ҫутҫанталӑкра А. С. Пушкинăн юмахсемпе "Мӗнле илемлӗ ку юмахсем" литература вӑхӑчĕ ирттернӗ. Поэтӑн ырӑ, хаваслӑ, вӗрентӳллӗ юмахӗсем ачаранпах пирӗн туссем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем пире вырӑс чӗлхине юратма, хаклама, ырра усалтан уйӑрма, кирек мӗнле усал ӗҫшĕн те явап тыттарассине ӑнланма вӗрентеҫҫӗ. Пушкин произведенийӗсен никĕсĕнче вырӑс халӑх юмахӗсем, юрӑсем, былинсем выртаҫҫӗ.
Ачасем поэт ачалӑхӗ ҫинчен, Пушкина вырӑс культурине юратма вĕрентнĕ унӑн няни Арина Родионовна çинчен каласа панине итленĕ. Унтан ачасем Пушкин юмахӗсен сыпӑкӗсене вуланă, "Литература геройне тавҫӑрса ил" конкурса хутшӑннă. Ачасем юмахсене тӗрлӗ татӑк-кӗсӗксем, сӑвӑсем, юмахсем тӑрӑх каласа панă, юмах персонажӗсем ҫинчен пӗлнĕ.
#ДетскаяДвороваПлощадка2022
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

"Мӗнле илемлӗ ку юмахсем"
"Мӗнле илемлӗ ку юмахсем"
"Мӗнле илемлӗ ку юмахсем"
"Мӗнле илемлӗ ку юмахсем"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: