Пушкӑртстанра пурӑнакансене сентябрӗн 1-мӗшӗ умӗн "Легенды Орленка" фильма ҫемьепе пăхассине - ача-пӑча приключениллӗ ҫӗнӗ фильм - паллӑ жанр фэнтезири историе чӗнеҫҫӗ.
Сюжет никӗсӗ - ырӑпа усал вӑйӗсен хирӗҫтăру теми. Фильм геройӗсем пӗтӗм Раҫҫейри "Орленок" ача-пӑча центрне каникул вӑхӑтӗнче канма килеҫҫӗ. Ӑнсӑртран хӗрача ҫичӗ чул ватӑран пӗрне вӑратать те, халӗ ачасен пӗрлешмелле, хӑранине ҫӗнтермелле, туслӑха хаклама, пулма пултарайманнине ӗненме вӗренмелле.
"Легенды Орленка" - ҫемьепе пăхма валли илемлӗ, ырӑ та вӗрентӳллӗ фильм. Анлӑ проката августӑн 11-мӗшӗнче тухнă. Ӑна пӗтӗм республикӑри кинотеатрсемпе кинозалсенче курма пулать. Фильма кайма билетсем "Пушкин картти" тӑрӑх туянма пулать.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.