+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Проект Раҫҫей ҫыннисене Атӑл тӑрӑхӗ ҫинчен каласа парӗ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Телешко" телевидени шкулӗн воспитанникне Арсений Гайнуллина саламланă. Шкул ачи Мускаври Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш ача-пӑча форумӗнче "Культура министрӗпе диалог" площадкӑра хăй шухӑшласа кӑларнă тӗлӗнмелле проектпа паллаштарнӑ. Халӗ Арсений шухăшне пурнăçлама Раҫҫей Культура министерстви укҫа-тенкӗ парӗ.
Гайнуллин «100 вещей, которые нужно сделать в Приволжье» шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫак проектра ачасем регионти паллӑ вырӑнсем ҫинчен ытти ачасене хӑйсемех каласа парӗҫ.
"МГ" информацийĕпе.