Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
5 Сентябрӗн 2022, 18:24

"Çӗр хуҫи" вулав конференцийĕ иртнĕ

Конференцие хутшӑнакансем "Пурнӑҫа юратса" мероприяти темине халалланӑ викторинӑна та хастар хутшӑннă.

"Çӗр хуҫи" вулав конференцийĕ иртнĕ
"Çӗр хуҫи" вулав конференцийĕ иртнĕ

Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче аслӑ чӑваш писателӗ, поэт, тӑлмачӑ Илья Семенович Тукташ (Семенов) ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ "Çӗр хуҫи" вулав конференцине ирттернӗ.
Л.А. Кириллова библиотекарь талантлӑ çыннăн пурнӑҫӗпе пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен тӗплӗн каласа панă.
Мероприятие тухса калаҫакансен хушшинче "Тӗлпулу" библиотека клубӗн членӗсем тата конференцие хутшӑннисем пулнӑ. Илья Тукташӑн тӑван ҫӗр ҫинчен, чыспа тивӗҫлӗх ҫинчен, ҫар темипе ҫырнӑ чаплӑ сӑввисем янӑранă.
Ҫавӑн пекех мероприятире Лариса Еремеевапа "Икские напевы" ушкӑна хутшăнакансем чӑвашла юрӑсем шăрантарнă.
Конференцие хутшӑнакансем "Пурнӑҫа юратса" мероприяти темине халалланӑ викторинӑна та хастар хутшӑннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Лия Кириллован харпăр хăй страницинчен.

"Çӗр хуҫи" вулав конференцийĕ иртнĕ
"Çӗр хуҫи" вулав конференцийĕ иртнĕ
"Çӗр хуҫи" вулав конференцийĕ иртнĕ
"Çӗр хуҫи" вулав конференцийĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: