Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
9 Сентябрӗн 2022, 18:54

Начар шӑпа лекнӗ: Сахалӑшӗ хиртен таврӑннă.

Тĕплĕнрех - сайтра.

Начар шӑпа лекнӗ: Сахалӑшӗ хиртен таврӑннă.
Начар шӑпа лекнӗ: Сахалӑшӗ хиртен таврӑннă.

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн 4 "а" класӗнче вӗренекенсем (Т.С. Федотова ертÿçи) Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗнче "Бородинори ҫапӑҫăва 210 ҫул" истори урокне ҫитсе курнă. Вероника Валерьевна Мухаметова 1812 ҫулхи Отечественнӑй вӑрҫӑри чи пысӑк ҫапӑҫу ҫинчен каласа панӑ. Аслӑ вырӑс поэчӗн Лермонтовӑн паллӑ поэми тӑрӑх ачасем "Бородино" мультфильм курнă. Роза Гамзатовна Иванова Уфари пехотнӑй полкӑн истори клубĕн реконструкторӗн В.А.Черновăн фотовыставкипе тата Пӗтӗм тӗнчери "Бородино кунӗ-2022" фестиваль ҫинчен калакан фильмпа паллаштарнă. Фильм урлӑ ачасем вырӑс тата француз ҫарӗн походри салтакӗсен пурнӑҫĕн йĕркине пĕлсе çитнĕ. Историне пӗлни питĕ мăнаçлă, кирлӗ тата питӗ интереслӗ.
Ҫапла, пирӗн вӑхӑтра ҫынсем пулнӑ,
Патвар, харсӑр ӑру:
Паттӑрсем - эсир мар.
Начар шӑпа лекнӗ:
Сахалӑшӗ хиртен таврӑннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Начар шӑпа лекнӗ: Сахалӑшӗ хиртен таврӑннă.
Начар шӑпа лекнӗ: Сахалӑшӗ хиртен таврӑннă.
Начар шӑпа лекнӗ: Сахалӑшӗ хиртен таврӑннă.
Начар шӑпа лекнӗ: Сахалӑшӗ хиртен таврӑннă.
Начар шӑпа лекнӗ: Сахалӑшӗ хиртен таврӑннă.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: