Уфара Пӗтӗм тӗнчери "Транспорт тата строительство" конгреса хатӗрленеççĕ, вӑл сентябрӗн 19, 20 тата 21-мӗшӗсенче иртӗ. Мероприятире Пушкӑрт ҫыннисене усӑллӑ та кӑсӑкли мӗн кӗтни çинчен тулаш экономика ҫыхӑнӑвӗсен тата Пушкӑртстанӑн конгресс ӗҫ-хӗлӗн министрӗ Маргарита Болычева каласа панӑ.
"Конгресс программине икӗ пая уйӑрнӑ — конгресс сайтӗнче регистрациленмелли професси программине тата курава, унта кӑмӑл тӑвакансене пурне те чӗнеҫҫӗ, - палӑртнă Маргарита Болычева. - Пӗтӗм тӗнчери "Транспорт тата строительство" конгресс выставкинче сайра тӗл пулакан коммуналлӑ тата ҫул-йӗр техникин 100 ытла пайӗ пулӗ, 80 яхӑн автомобиль ретро-выставка экспозицийӗ тӑвӗҫ тата асфальт заводне те кӑтартӗҫ".
Пушкӑртстанри чи пысӑк ҫурт-йӗр лартакансем мероприятие куҫман пурлӑх проекчӗсене тӑратӗҫ, кунтах ҫурт-йӗр лартакансенчен консультаци илме, уйрӑм хакпа хваттер туянма договорсем тума май пулӗ.
"МГ" информацийĕпе.