Сентябрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 1-мӗшӗччен Пушкӑртстанра Пӗтӗм Тӗнчери Аксаков йӑлана кӗнӗ уявӗ пулӗ. 2022 ҫулта вӑл 32-мӗш хут иртӗ, ăна вырӑссен паллӑ писателӗ Сергей Тимофеевич Аксаков 231 ҫул тултарнине тата ПР Аксаков фондне йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Уява Уфара, Уфа, Кармаскалă, Пелепей районӗсенче йӗркелӗç, пӗлтернӗ ПР Культура министерствин пресс-секретарӗ Зиля Баймурзина.
Уявӑн тӗп тӗллевӗ - гражданлӑхпа патриотизма йӗркелесси тата аталантарасси, ҫитӗнекен ӑрура ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене ӳстересси, пӗчӗк тӑван ҫӗршыва юратасси, халӑх пултарулӑхӗпе йӑли-йӗркине пропагандӑласси, художество пултарулӑхӗн мӗнпур формине аталантарма пулӑшасси.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.