Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
20 Сентябрӗн 2022, 18:05

Уфара "Малалла куçăм" выставка пуҫланнӑ

Анлӑ экспозици "Транспорт тата строительство" Пӗтӗм тӗнчери конгресс шайӗнче иртет.

Уфара  "Малалла куçăм" выставка пуҫланнӑ
Уфара "Малалла куçăм" выставка пуҫланнӑ

Анлӑ экспозици "Транспорт тата строительство" Пӗтӗм тӗнчери конгресс шайӗнче иртет.
Паян, сентябрӗн 20-мӗшӗнче, Уфара "Малалла куçăм" курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл "Конгрессный" парк территорийӗнче "Мега" суту-илӳ комплексӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Ҫакна палӑртмалла: " Малалла куҫăм " выставка анлӑшӗпе тӗлӗнтерет - выставка вӑрӑмӑшӗ 17 500 тăваткал метра яхӑн, тӗрӗссипе, "Транспорт тата строительство" ку конгресс символӗ. Хула çыннисемпе хӑнасем валли ретроавтомобильсен куравĕ, гастрофестиваль, Уфа 450 ҫул тултарнине чысланă ятарлӑ павильон уҫнӑ, ҫавӑн пекех кунта спецтехника 70 ытла единицине курма пулать – пысӑк çăк турттаракан машинасем те, вертолет та, ытти те.
Курав сентябрӗн 20-23-мӗшӗнче 9.00 пуҫласа 19.30 таран ӗҫлет. Кӗмелли тÿлевсĕр.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.
Сăнӳкерчӗкӗ: Альберт Загиров, Айрат Нурмухаметов.

Уфара  "Малалла куçăм" выставка пуҫланнӑ
Уфара "Малалла куçăм" выставка пуҫланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: