Çирĕклĕри культура çуртĕнче "Кӗрхи вӑйӑ" ятлӑ пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ.
Мӗн вӑл кӗркунне? Пĕри калĕ кӗркунне вӑл - тулта сивӗ, сӑрӑ, ҫумӑрлӑ вӑхӑт, тейӗ. Кӗркунне - пуян тырпул вӑхӑчӗ, йывӑҫсем хӑйсен симӗс тӗсне ылтӑнпа улӑштаракан вӑхӑт, тейӗ тепри. Программа тӑршшӗпех хӗрачасемпе арҫын ачасем унта хастар хутшӑннă, ҫӑмӑлах мар юмахсен тупмаллине те тупнă, "Кӗркунне тĕсĕ" викторина ыйтӑвӗсене хирӗҫ ответленĕ, ҫавӑн пекех "Пакшана хӗл каҫма йӗкел хатӗрлеме пулӑш" конкурса хастар хутшӑннă. Мероприятие "Кӗркунне ÿкерчĕкĕсем" репортажпа вӗҫленӗ, унта ертсе пыраканӗ журналист пулнӑ, сасӑ таваканӗсем мероприятие хутшӑнакансем. Мероприятие хутшӑнакан кашни ача лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа тутлӑ парнесем илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.