Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
21 Сентябрӗн 2022, 18:00

Пишпÿлек районӗнчи чӑваш картишӗ каллех Уфара

Вӗсем пурте чӑваш кухнин апачӗсене тутанса пӑхрӗҫ, пире пирӗн чи тараватлӑ килкарти терĕç, халӗ пирӗн патра Итали делегацийӗ хӑнара.

Пишпÿлек районӗнчи чӑваш картишӗ каллех Уфара
Пишпÿлек районӗнчи чӑваш картишӗ каллех Уфара

Пишпÿлек районӗнчи чӑваш картишӗ каллех Уфара. Хальхинче картише хутшӑнакансем "Транспорт тата строительство" Пӗтӗм тӗнчери конгресра Пишпÿлек районĕпе паллаштараҫҫӗ.
Пишпÿлек районӗнчи конгресс площадкинче Ситекри "Асанне арчи" наци культура центрне хутшӑнакансем, декоративлă прикладной искусство ӑстисем, культработниксем ӗҫлеҫҫӗ.
Культура пайӗн начальникӗ Елена Арефьева хӑй курни-илтни ҫинчен событисем пулнӑ вырӑнтан пӗлтернӗ.
- Пирӗн кил хушшинче паян 200 ытла ҫын пулчĕ. Вӗсем пурте чӑваш кухнин апачӗсене тутанса пӑхрӗҫ, пире пирӗн чи тараватлӑ килкарти терĕç, халӗ пирӗн патра Итали делегацийӗ хӑнара.
Аса илтеретпӗр, стилизациленӗ чӑваш картишне кӑҫал тунă, вӑл кӗтесри пурапа халӑх стилӗнче илемлетнӗ декорациллӗ хӳме пулса тӑрать. Шалта тӗрлӗ экспонатсем тата этнографи выставкисем. Ҫавӑн пекех кил хушшине тухса кайса ĕçленĕ чухне чӑваш апат-çимĕçне дегустацилессине пӑхса хӑварнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районĕн администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлек районӗнчи чӑваш картишӗ каллех Уфара
Пишпÿлек районӗнчи чӑваш картишӗ каллех Уфара
Пишпÿлек районӗнчи чӑваш картишӗ каллех Уфара
Пишпÿлек районӗнчи чӑваш картишӗ каллех Уфара
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: