Çутă çул
+3 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Культура
21 Сентябрӗн 2022, 17:55

Уфара "Малалла куçăм" выставкӑра Халӑхсен туслӑхӗн урамӗ уҫӑлнă

Кунта Пушкӑртстанри халӑхӗсен этнос картишӗсене кӑтартса панӑ.

Уфара "Малалла куçăм" выставкӑра Халӑхсен туслӑхӗн урамӗ уҫӑлнă
Уфара "Малалла куçăм" выставкӑра Халӑхсен туслӑхӗн урамӗ уҫӑлнă

Кунта Пушкӑртстанри халӑхӗсен этнос картишӗсене кӑтартса панӑ.
"Транспорт тата строительство" Пӗтӗм тӗнчери конгресс шайӗнче "Конгрессный" паркра "Халӑхсен туслӑх урамӗ" ятлӑ павильон ӗҫлет.
Кунта форум хӑнисем Пушкăртстанри халӑхсен тата форума хутшӑнакан халӑхсен этнос картишӗсемпе паллашма пултарӗҫ. Сӑмахран, вырӑс, пушкӑрт тата тутар импровизациленӗ килкартисемсӗр пуҫне беларуç, узбек, казах тата турккӑсен килкартишĕсене курма пулать.
"Халӑхсен туслӑх урамӗ" павильона пыракансем Пушкӑрт халӑхӗсен пурнӑҫӗнчи интереслӗ фактсене ҫеҫ мар, сувенирсене, пыла, халӑх художество промыслисен япалисене те туянма пултарӗҫ. Кунсӑр пуҫне кунта наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанма пулать.
Курав сентябрӗн 20-23-мӗшӗнче 9.00 сехетрен пуҫласа 19.30 сехетчен ӗҫлет. Кӗмелли вырӑн тÿлевсĕр.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкӗ: Игорь Тонконогий.

Уфара "Малалла куçăм" выставкӑра Халӑхсен туслӑхӗн урамӗ уҫӑлнă
Уфара "Малалла куçăм" выставкӑра Халӑхсен туслӑхӗн урамӗ уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: