Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
22 Сентябрӗн 2022, 21:23

Çын чӗрине "ҫутаттаракан" пахалӑхсене тупса палăртнă

Ситекри ял библиотекинче "Этем чӗрисен çутти" вулав конференцийӗ ирттернӗ.

Çын чӗрине "ҫутаттаракан" пахалӑхсене тупса палăртнă
Çын чӗрине "ҫутаттаракан" пахалӑхсене тупса палăртнă

Ситекри ял библиотекинче "Этем чӗрисен çутти" вулав конференцийӗ ирттернӗ. Мероприятие ҫитӗннисем те, ачасем те хутшӑннă.
Конференцин тӗллевӗ: пăхакан произведенин тӗп проблемисене ăнланасси, геройсен характерӗсене кӑтартса парасси, геройсене танлаштарасси. Хутшăнакансем конференци вăхăтĕнче мĕнле сăнарпа паллашмаллине палăртнă. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн тапхӑрне тĕпченĕ. 1941-1945 ҫулсем - çăмăл мар вӑхӑт. Анчах та ҫак тапхӑрта ҫынсем хăйсен чи лайӑх пахалӑхӗсене кӑтартнӑ, хӑйсен ыратӑвне, хӑйӗн инкекне ҫӗнтерейменнисене ҫула ҫутатса тӑракан герой – ҫынсем питӗ нумай пулнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче писателӗн биографийӗпе паллашу иртнӗ. Малалла конференцие хутшӑнакансем Валентин Катаев ҫинчен, унӑн пурнӑҫӗнчи интереслӗ фактсем ҫинчен пĕлнĕ. Тата Валентин Катаевăн "Сын полка" повеҫӗн геройӗсемпе пӗр ҫулпа утнă май, ҫын чӗрине "ҫутаттаракан" пахалӑхсене тупса палăртнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Çын чӗрине "ҫутаттаракан" пахалӑхсене тупса палăртнă
Çын чӗрине "ҫутаттаракан" пахалӑхсене тупса палăртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: