Кашни ҫыннӑн хӑйӗн, никамăн çук япали пур. Анчах та пуринпе те килӗштерсе пурӑнма вӗренни питĕ лайăх. Кистенлĕри культура çуртӗнче "Туслӑх аллине тӑсатӑп" ҫавра сӗтел хушшинче хутшӑну сехечӗн мероприяти иртернĕ. Унăн тӗллевӗ - ҫынна хисеплеме, хисеплесе пӑхма, ачасене кӑмӑл-туйӑм енӗсене уйӑрма, юлташлӑх туйӑмӗсене аталантарма, пӗр-пӗрне ӑнланма, ҫынсене сӑпайлӑх, хисеплеме, ырӑ ӗҫсем тума вӗрентесси пулса тӑнă. Ачасене туслӑх ӑнланӑвне уҫса панă, чӑн-чӑн тусӑн мӗнле пахалӑхсем пулмаллине каласа панă. Хӑвӑн шухӑшна каласа пама тата хӑвӑн позицие хӳтӗлеме пӗлни мӗн тери кирлӗ пирки калаҫнă. Ачасем "Лайӑх тус-и эсӗ" тест иртнĕ, "Кам кампа туслӑ" викторинӑна хастар хутшӑннă.
#Пушкинскаякарта
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.