Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
6 Октябрӗн 2022, 20:20

Кистенлĕпуçĕнче патриотла концерт программине хатӗрленеҫҫӗ

Эпир творчествӑллӑ вӗҫевсене юрататпӑр!

Кистенлĕпуçĕнче патриотла концерт программине хатӗрленеҫҫӗ
Кистенлĕпуçĕнче патриотла концерт программине хатӗрленеҫҫӗ


"Тӑватпӑр, савӑнатпӑр, ҫӗнтеретпӗр!"ҫакӑн пек девизпа Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн художество хăйпултарулӑх коллективӗн пултарулӑх сезонӗ пуҫланнă. Пултарулӑх коллективӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑракан пӗр ҫемье пулса тӑраҫҫӗ. Ку ҫемьере кашниех талантлӑ. Ял клубне ҫитӗннисем те, ачасем те килеҫҫӗ. Эпир творчествӑллӑ вӗҫевсене юрататпӑр! Хаклӑ тусӑмсем, пысӑк пултарулӑх конкурсӗсенче пирӗн артистсемпе пултарулӑх коллективӗсене хутшӑнакансем сумлӑ вырӑн йышӑнни, ҫапла вара пирӗн культурӑпа кану учрежденине ырӑ ят пани питӗ кӑмӑллӑ, çапла-и? Хальхи вӑхӑтра "Солнышко" ача-пӑча юрă коллективӗ тата ҫитӗннисен "Илем" юрă ансамблӗ "Тӑван çӗршыва юратса" патриотла концерт программине хатӗрленеҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

Кистенлĕпуçĕнче патриотла концерт программине хатӗрленеҫҫӗ
Кистенлĕпуçĕнче патриотла концерт программине хатӗрленеҫҫӗ
Кистенлĕпуçĕнче патриотла концерт программине хатӗрленеҫҫӗ
Кистенлĕпуçĕнче патриотла концерт программине хатӗрленеҫҫӗ
Кистенлĕпуçĕнче патриотла концерт программине хатӗрленеҫҫӗ
Кистенлĕпуçĕнче патриотла концерт программине хатӗрленеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: