Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Октябрӗн 2022, 20:33

Ăхпуçĕнчи библиотекăра Марина Цветаевана халалланӑ конференци иртнӗ

Мероприятине Марина Цветаевӑн кӗнекисене пуҫтарнӑ "Чун ҫунатлӑ ҫуралсан" кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.

Ăхпуçĕнчи библиотекăра "Кӗмӗл ӗмӗрти Муза" ятлӑ вулав конференцийӗ иртнӗ, ӑна вырӑссен гениллӗ поэтесси, прозаик, драматург Марина Ивановна Цветаева ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятине Марина Цветаевӑн кӗнекисене пуҫтарнӑ "Чун ҫунатлӑ ҫуралсан" кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Библиотекарь Кӗмӗл ӗмӗрти музӑн пурнӑҫ ҫулӗпе пултарулӑх биографийӗ ҫинчен тӗплӗн каласа панă. Конференцие хутшӑнакансем поэтессӑн ачалӑхӗпе ҫемйи ҫинчен, унӑн интересӗсем, пурнӑҫӗ, пултарулӑхӗ ҫинчен нумай пӗлнӗ.
"Встреча" библиотека клубӗн членӗсем Л.Н. Кузьмина, Н.П. Петрова, В.А. Леонтьева, Н.А.Живитко, Л.П.Тульцева, Л.АКириллова, Н.В. Лукьянчикова Марина Цветаевӑн пурнӑҫ, хӗрарӑм шӑпи, юрату, ачасем, амӑшӗ, тӑван ҫӗршыв, туслӑх ҫинчен ҫырнӑ сӑввисене вуласа панă. Цветаевӑн сӑввисем тӑрӑх ҫырнӑ илемлӗ юрӑсене те, вӗсен чаплӑ юрӑҫисене те аса илнĕ. Хӑш-пӗр юррисене итленĕ. Йăла тӑрӑх, мероприяти вӗҫӗнче "Поэзи. Шӑпа. Самана" пӗтӗмлетекен, пӗлекен викторина ирттернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Лия Кириллова.

Ăхпуçĕнчи библиотекăра Марина Цветаевана халалланӑ конференци иртнӗ
Ăхпуçĕнчи библиотекăра Марина Цветаевана халалланӑ конференци иртнӗ
Ăхпуçĕнчи библиотекăра Марина Цветаевана халалланӑ конференци иртнӗ
Ăхпуçĕнчи библиотекăра Марина Цветаевана халалланӑ конференци иртнӗ
Ăхпуçĕнчи библиотекăра Марина Цветаевана халалланӑ конференци иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: