Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Октябрӗн 2022, 21:06

Çирĕклĕре "Пушкӑртстан - манӑн тӑван ҫӗршыв" мероприяти пулнă

Ача-пӑча "Ложкари" инструмент коллективӗпе "Солнышко" юрă коллективӗ куракансене праҫник кӑмӑл-туйӑмне парнеленĕ.

Ҫак кунсенче Пушкӑртстанăн уйрӑм уявне – Республикӑн кунне, Тӑван Ҫӗршыв кунне, ҫӗр кунне, пире пурне те - республикӑра пурӑнакансене пӗрлештерекен куна - палӑртать.
Ҫак паллӑ кун умӗн Çирĕклĕри ял клубӗнче "Пушкӑртстан - манӑн тӑван ҫӗршыв!" уяв программи иртнӗ. Фойере куракансене "Тӑван çĕршывăн мастеровой", "Кӗркунне парнисем" курав кӗтсе илнӗ.
Мероприяти Пушкӑртстан гимнĕнчен пуҫланнă. Сцена ҫинче пушкӑрт поэчӗсен Тӑван ҫӗршыв илемӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑввисем янӑранă.
Екатерина Васильева, Виктор Кувшинов, Дарья Осипова хаваслӑ та хавхалануллӑ юрӑсем шӑрантарнă.
Ача-пӑча "Ложкари" инструмент коллективӗпе "Солнышко" юрă коллективӗ куракансене праҫник кӑмӑл-туйӑмне парнеленĕ.
Мероприяти вӗҫӗнче фойере куракансемпе пӗрле "Ҫаврака кавир" мастер-класс иртнӗ. Тӗлпулӑва хутшӑнакансем явмалли ансат техникӑна хӑнӑхнӑ.
Мероприяти уявлă тата ӑшӑ атмосферӑра иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

Çирĕклĕре "Пушкӑртстан - манӑн тӑван ҫӗршыв" мероприяти пулнă
Çирĕклĕре "Пушкӑртстан - манӑн тӑван ҫӗршыв" мероприяти пулнă
Çирĕклĕре "Пушкӑртстан - манӑн тӑван ҫӗршыв" мероприяти пулнă
Çирĕклĕре "Пушкӑртстан - манӑн тӑван ҫӗршыв" мероприяти пулнă
Çирĕклĕре "Пушкӑртстан - манӑн тӑван ҫӗршыв" мероприяти пулнă
Çирĕклĕре "Пушкӑртстан - манӑн тӑван ҫӗршыв" мероприяти пулнă
Çирĕклĕре "Пушкӑртстан - манӑн тӑван ҫӗршыв" мероприяти пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: