Октябрӗн 11-мӗшӗнче пирӗн республика хӑйӗн тӗп уявне - Пушкӑртстан республикин кунне - палӑртать. Республика кунне уявланӑ май Пишпÿлекри 3-мĕш шкулти 2 "б" класра класс сехечĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ: Пушкӑртстан культурине юмахсем, вӑйӑсем, музыка инструменчӗсем, пушкӑрт халӑхӗн пултарулӑхӗ урлă паллашасси, патриотизмла туйӑмпа воспитани парасси, Тӑван Ҫӗршыва юратма вĕрентесси. Ачасем пушкӑрт халӑх инструменчӗсемпе (курай, кубыз), Пушкӑрт Республикин символикипе, пушкӑрт юрттипе паллашнă. Пушкӑрт ялавне, юрттӑна ӳкернĕ, ялав тӗсĕсем мĕне пӗлтернине пӗлнĕ. Тӑван Пушкӑртстанра час-часах сӑнама пултаракан çанталӑк ҫинчен юмахсем юптарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш шкулăн социаллă сетьри страницинчен.