Паллах, кӗнекене туянма, юлташран ыйтма пулать тата библиотекӑра илме пулать. "Кунта кӗнекесем пурӑнаҫҫӗ", - ҫакӑн пек сӑмахсенчен Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн 2-мӗш класра вӗренекенсем валли Пишпÿлекри тĕп библиотекăн чӑваш халӑхӗпе ӗҫлемелли секторта экскурси пуҫланнă. Библиотекӑра ӗҫлекенсем ачасене кӑмӑллӑн кӗтсе илнĕ, кӗнекесен тӗнчине интереслӗ ҫулҫӳреве кайма сӗннĕ. Кӗнекесене мӗнле суйламаллине, мӗнле йӗркепе тытмаллине, библиотекӑра хӑйне мӗнле тытмаллине ачасем питӗ интересленсе итленĕ. "Юмахри утрав" викторина ыйтăвĕсене хирӗҫ питӗ интересленсе хуравланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.