Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
14 Октябрӗн 2022, 20:35

Шкул ачисем Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Уфара пулнă

Ачасем ҫӗнӗ те интереслӗ япаласем нумай пӗлнĕ.

Шкул ачисем Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Уфара пулнă
Шкул ачисем Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Уфара пулнă


Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн 7-8 классенче вӗренекенсем октябрӗн 11-12-мӗшĕсенче "Эх, Уфа манăн хула!" экскурси маршрутне хутшăнакансем пулнă. Пирвайхи кун ачасем ПР Наци музейĕнче тӗрлӗ экспозиципе паллашнă. Кафере апатлансан, икӗ хутлӑ автобуспа Уфан истори центрӗнчи паллашу экскурсине кайнă. С. Юлаев палăкĕ патĕнче пулнă. Ҫакӑн хыҫҫӑн "АРТ-квадрат" - Уфа варринчи хальхи, ҫамрӑксене, пултарулӑхпа активлӑ ҫынсене илĕртекен вырӑнта пулнă. Кун Гостиница картишӗнче уҫӑлса ҫӳренипе вӗҫленнӗ. Тепӗр кунне тулăх программа малалла тӑсӑлнă - ачасем лимонарие ҫитсе курнă, паян кунта пиншер йывӑҫ ҫитӗнтереҫҫӗ, вӗсен хушшинче цитрус йывӑҫҫисем ҫеҫ мар, тропикри ытти ҫимӗҫ курӑкӗсем те, сӑмахран, банан, инжир, кокос, кофе тата киви. Республикӑри Çар Мухтавĕн музейне çитсе курнă, Ҫӗнтерӳ паркӗ тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренĕ. Ачасем ҫӗнӗ те интереслӗ япаласем нумай пӗлнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Шкул ачисем Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Уфара пулнă
Шкул ачисем Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Уфара пулнă
Шкул ачисем Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Уфара пулнă
Шкул ачисем Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Уфара пулнă
Шкул ачисем Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Уфара пулнă
Шкул ачисем Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Уфара пулнă
Шкул ачисем Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Уфара пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: