Октябрӗн 19-мӗшӗнче "Ҫамрӑк кĕнеке юратакан" вулав клубӗнче "Юмах калейдоскопĕ" вӑйӑ программи иртнӗ. Ачасем "юмах" ӑнланупа тата юмахсен сӑнӗсемпе паллашнă. Унтан ачасем валли вӑйӑ программи ирттернĕ, ку программа темиҫе тур евӗрлӗ пулнă. Ачасем икӗ ушкӑна пайланнă та ӑмӑрту, ҫивӗчлӗх, тавҫӑрулӑх, туслӑх атмосферине кӗрсе кайнă. Вӗсем произведенисене хастар тишкернӗ, конкурссене хутшӑннӑ. Ачасем вырӑссен те, ют ҫӗршывсенчи юмахсене те питӗ лайӑх пӗлнине кӑтартса панă, мӗншӗн тесен юмахсен ҫӗршывӗ - тӗлӗнмелле те асамлă ҫӗршыв. Мероприяти хаваслӑ та кӑсӑк иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.