Çутă çул
+28 °С
Облачно
Культура
25 Октября 2022, 18:02

Библиотекăра хăнара пулнă

Хушăлкари ял библиотекине "Илемпи" ача сачӗн воспитанникӗсем килсе курнă.

Библиотекăра хăнара пулнăБиблиотекăра хăнара пулнă
Библиотекăра хăнара пулнă

Хушăлкари ял библиотекине "Илемпи" ача сачӗн воспитанникӗсем (воспитателĕ А.И. Спиридонова) килсе курнă. Библиотекарь экскурси ирттернӗ, ачасем валли май пур формӑпа кӗнеке патшалӑхӗн тӗрлӗ сунчӑкӗсемпе: тӗрлӗ выставкӑсемпе, пуканесен театрӗпе, асамлӑ арчаран тунӑ пӗчӗк кӗнекесемпе, чи пысӑк кӗнекесемпе паллаштарнă. Унтан "Корней асатте патӗнче хӑнара" библиотека сехетӗнче пулнă. Ачасем Корней Чуковский ҫинчен пӗлнĕ, "Айболит", "Телефон" юмахсен сыпӑкӗсене вуласа тухнă, "Мойдодыр" мультипликаци фильмне пӑхнă. Заняти вӗҫӗнче ачасем пуканесен театрĕнче вылянă, пĕрисем мозаикӑран картинӑсем тунă, теприсем легоран башньӑсем тунă. Ача-пӑча кӗнекисене пӑхма пурин те кӑсӑк пулнӑ. Ачасем библиотекаре тав тунă, ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле килме шантарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Библиотекăра хăнара пулнă
Библиотекăра хăнара пулнă
Библиотекăра хăнара пулнă
Библиотекăра хăнара пулнă
Библиотекăра хăнара пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас